Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ.
Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те.
Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи физкультурӑпа спорт комплексӗн пуҫлӑхӗ пирки маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗ пӗлтерет.
ФСК пуҫлӑхӗ пирки тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа тӳлев илнӗ чух улталанишӗн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе асӑннӑ комплекс пуҫлӑхӗ вырӑнти ӗҫлӗх центрӗпе килӗшӳ туса пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче 3-мӗш ушкӑнри сусӑра ӗҫе илнӗ. Кайран вӑл асӑннӑ центра инвалида тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ туса пама 25 пин тенкӗпе кондиционер туянни пирки суя хутсем тӑратнӑ. Чӑннипе вара нимле кондиционер та туянман. Ӗҫлӗх центрӗ 25 пин тенке республика хысни шучӗпе куҫарса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнчи ачасем Иван Купала каҫне паллӑ тунӑ. Ку уява тӗрлӗ ҫӗршывра тӗрлӗрен калаҫҫӗ.
Ӗлӗк ҫак кун юханшывсен хӗрринче кӑвайт чӗртнӗ, унта ҫамрӑксем пухӑнса савӑннӑ. Телейлӗ пулас, сывлӑха ҫирӗплетес тӗллевпе хӗрсемпе каччӑсем пӗчченшерӗн е икшерӗн кӑвайт урлӑ сикнӗ.
Ҫатракассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗлӗкхи йӑла-йӗркене аса илес тӗллевпе ҫамрӑксемпе уяв йӗркеленӗ. «Ой, анне, эпӗ Йӑвана юрататӑп!» ят панӑ ӑна.
Каҫхине ҫамрӑксем Кӗнер юханшывӗ хӗррине пухӑннӑ. Хӗрсем сараппан тӑхӑннӑ, уй-хир чечекӗсенчен кӑшӑл ҫыхса тӑхӑннӑ. Каччӑсем вара кӑвайт чӗртнӗ. Тӗттӗмленме пуҫласан ҫамрӑксем выляма, ташлама-юрлама тытӑннӑ. Пурте кӑвайт урлӑ сикнӗ. Каччӑсем килӗшнӗ хӗрӗн кӑшӑлне хывса илме тӑрӑшнӑ. Каҫхи уяв ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Сӑнсем (12)
Ҫулла республикӑри чылай ял хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫу кунӗнче халӑх пӗрле пухӑнса ял уявне паллӑ тӑвать. Ун чухне тӑван тӑрӑхне таҫтан та килсе ҫитеҫҫӗ. Пӗрле савӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ?
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗнче вара нумаях пулмасть, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, урам уявне паллӑ тунӑ. Шӑп ҫак кун С.Аниев урамне пуҫарса яракан П.М.Дмитриев ҫуралнӑ-мӗн. Вӑл — «Росхмель» директорӗ пулнӑ.
Шел те, П.М.Дмитриев халӗ ҫакӑ тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Анчах вӑл хута янӑ урам ҫулсерен ҫӗнелет, хитреленет.
Урам уявӗнче Октябрьски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.А.Мясников, В.А.Перов депутат, Октябрьски райповӗн председателӗн ҫумӗ О.Н.Тимофеева тухса калаҫнӑ.
Евстафьевсен ҫемйи пулӑ шӳрпи пӗҫернӗ, унпа вӗсем пурне те хӑналанӑ. Ҫынсем сӗм ҫӗрлечченех килӗсене саланман: пурте ташланӑ, юрланӑ.
Сӑнсем (21)
Чӑваш Енри тепӗр яла карантина хупнӑ. Хальхинче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялне.
Карантина асаннӑ яла ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хупнӑ. Унта пурӑнакан Николай каланӑ тӑрӑх, ҫав ялта кушак урнӑ чирпе чирленӗ.
Николай килти кушак хӑйне темӗнле тытнине пӗр эрне каялла сиснӗ. Вӑл аслӑ ҫынсене тапӑнса сикнӗ. Вӑл кушака тӳрех Шупашкарти ветеринари клиникине илсе кайнӑ. Специлистсем кушака тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ. «Мӗнле чир илсе килтӗр пирӗн пата? Каялла часрах илсе кайӑр!» — тенӗ вӗсем.
Тӗрӗссипе, вӗсен кушака илсе юлмалла пулнӑ. Ара, урнӑ чир пулни тӳрех курӑнать-ҫке. Анчах специалистсем кушака ытти ҫынсенчен уйӑрма ҫеҫ хушнӑ.
Николай кушака читлӗхе хупнӑ. Виҫӗ кунтан вӑл вилнӗ. Унтан ӑна лабараторине тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Роспотребнадзор диагноз палӑртнӑ: урнӑ чир.
Ҫапла майпа яла карантина хупнӑ. Унтан чӗрчунсене пӗр уйӑх илсе тухма юрамасть.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юрий Моисеев тӗлӗшпе кӑларнӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма йышӑннӑ. Ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн тата сӗтев илнишӗн айӑпланӑччӗ. Уншӑн экс-пуҫлӑха 11,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хума тата 280 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Судӑн кӑра (Моисеевӑн ваккачӗ ҫавӑн пек шухӑшлать иккен) йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ҫӑхав та ҫырнӑ. Халӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ унчченхи айӑплава ҫӗнӗрен пӑхса тухма пӗрремӗш инстанциллӗ суда ярса панӑ.
Моисеевпа пӗр каварлӑ пулнӑ тесе шухӑшлакан Сергей Галочкин пирки кӑларнӑ айӑплава та тепӗр хутчен пӑхса тухмалла. Ӑна унччен, аса илтеретпӗр, ҫирӗп режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха хупса хума тата 8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Ӗнер каҫхине республикӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуни хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ. Муркашсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ ав.
Нумайлӑха мар. Ир енне ҫынсен килӗсенче ҫутӑ пулнӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫунӑ, аслати кӗмсӗртернӗ май Муркаш районӗнчи темиҫе ялта ҫутӑ сӳннӗ.
Авари бригадисем электропередача линийӗсене ҫӗрлех юсанӑ. Ҫӗрлехи 2 сехет тӗлне 1000 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне йӑлтах йӗркене кӗртнӗ.
Тӗрӗссипе, чылай ҫӗрте ҫутта сӳнтерни профилактика пулнӑ. Синоптиксем вара ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енре хӗвеллӗ ҫанталӑк пуласса шантараҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 25 градус таранах хӑпармалла-мӗн.
Ҫавӑн пекех Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫутӑ сӳннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18–23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикинче Н.В.Овчинников ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри I плэнер иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан ӳнерҫӗсем ҫитнӗ: Ӗренпуртан, Волгоградран, Тольяттирен, Орскран, Питӗртен, Хусантан, Шупашкартан.
Ӳнерҫӗсем Н.В.Овчинников профессорӑн, РСФСР халӑх ӳнерҫин тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, виҫӗ кун ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑртан хӑнасем ҫамрӑк ӳнерҫӗсемпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, канашсем панӑ, опытсемпе тата вӑрттӑнлӑхсемпе пайланнӑ.
Ҫавӑн пекех хӑнансем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР халӑх ӳнерҫи А.П.Рыбкин доцент патӗнче, Ваҫликасси ялӗнче, пулнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсенче пулса курнӑ. Ҫапла вӗсем ҫак тӑрӑх илемне хут ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗр картина Сӗнтӗрвӑрринчех юлӗ.
Сӑнсем (9)
Ҫак кунсенче Шупашкарта Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм Раҫҫейри I пленэр ӗҫлет. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 85 ҫул тултарнине тата аслӑ шкулӑн художествӑпа графика факультечӗ 55 ҫул тултарнине халалланӑ.
Пленэр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл 25-мӗшчен пырӗ. Унта Ӗрӗнпурти, Волгоградри, Тольяттинчи, Орскри, Питӗрти, Хусанти, Шупашкарти художниксем килсе ҫитнӗ.
Ӗнертен тытӑнса уйӑхӑн 21-мӗшӗччен художниксем Сӗнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫинче пулӗҫ. РСФСР халӑх художникӗ Н.В. Овчинников профессор асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ-ҫке.
Хӑнасене Культура лапамӗнче сӗнтӗрвӑррисем чӑваш юррин хорӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Кайран ӳнер ӑстисем «Мария Александровна императрицӑпа» тӗл пулнӑ. Чӑн марри паллӑ ӗнтӗ, вӑл — ҫав тӑрӑхрисем шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар. Унтан хӑнасене Ю.А. Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, хулари ытти паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳренӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.